Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
2 Ноябрӗн 2022, 19:14

"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ

Мероприятие кӗҫӗн классенчи ачасем хаваспа хутшӑннă, мӗншӗн тесен каникул юратнӑ кӗнекесемпе тата туссемпе интереслӗрех иртет.

"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ


Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Кунаккăл ялӗнчи библиотекӑра Пушкин картти шайӗнче "Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ.
Эрешсем тума кирек мӗнрен те, сӑмахран, усӑ курнӑ кивӗ лампочкӑсенчен те юрать. Хутшӑнакансен мӗн кирли пурте - кӑмӑл, фантази тата пушӑ вӑхӑт пур. Малтан ҫӳхе сийпе паралон татӑкӗпе лампочкӑна грунтовка сĕрнĕ. Вăл типсен пулас теттене шурӑ тӗспе сӑрланӑ. Мӗн тӗслĕ пулассине хӑйсем суйласа илнӗ, пурте фантазирен килнӗ. Пирвайхи сий сӑрӑ типнӗ вӑхӑтра ачасем Çӗнӗ ҫул валли юрӑхлӑ кӗвӗ суйланă.
Часах Çӗнӗ ҫул уявĕ ҫитет вӗт-ха, унта валли хамӑр теттесем тума пулать. Кӑсӑк композицисем пулнă, лампочкӑсенчен кун пек пӗрремӗш хут тунă пулин те. Лампочкӑсене сӑрланӑ мероприяти хӗллехи тӗлӗнтермӗшсем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вулама хавхалантарнӑ. Мероприятие кӗҫӗн классенчи ачасем хаваспа хутшӑннă, мӗншӗн тесен каникул юратнӑ кӗнекесемпе тата туссемпе интереслӗрех иртет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кунаккăл ялӗнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.

 

"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
"Лампочкӑсенчен тунӑ теттесем" ӑсталӑх класӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: