Ноябрӗн 2-мӗшӗнче Ситекпуçĕнчи библиотекӑра "С.Я. Маршак пурнӑҫ станцийӗсем тӑрӑх" квест-вӑйӑ иртнӗ, ӑна чаплӑ писатель, тӑлмачӑ, Самуил Яковлевич Маршак ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак кун пирӗн ҫӗршывӑн пур кӗтессинче те писатель пултарулӑхне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ачасем икӗ ушкӑна пайланса станцисем тӑрӑх куҫнă. Кашни станцинче вӗсене илӗртӳллӗ заданисем кӗтнĕ: "Юмах тупсӑмӗ" станци, "Произведение тавҫӑрса ил", "Ӑҫти предметсем", "Ытлашши выльӑх", "Йӑнӑшсене тӳрлет", "Юмаха аса ил" тата ытти те. Квест вĕçĕнче С.Я. Маршакӑн "Вот такой рассеянный" кӗнекин хуппине пазлпа пуçтарнă. Кашни пурнӑҫланӑ задани хыҫҫӑн панă баллсене шутланă хыççăн выляса янисем çукки, туслӑх ҫӗнтерни паллă пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.