Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
3 Ноябрӗн 2022, 20:21

Пишпÿлекри культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлеççĕ

30 культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлĕç, ҫавна пула вӗсем хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарӗҫ.

Пишпÿлекри культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлеççĕ
Пишпÿлекри культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлеççĕ

Пушкӑрт Премьер-министрӗ Андрей Назаров республика Правительствин ларӑвне ирттернĕ чухне, муниципалитет культура учрежденийӗсен специалисчӗсене тата республикӑри культура сферинче хушма пӗлӳ паракан специалистсене компенсаци тӳлевӗсене ҫирӗплетмелли йӗркене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухнă.
2021 ҫулта республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Земство врачĕ" тата "Земство учителĕ" программӑсемпе пĕрешкел культура учрежденийӗсен специалисчӗсене пӗр вӑхӑтра тӳлев парса пулӑшма хушнӑ.
Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр пӗрремӗш хут пурнӑҫланӑ программа питӗ вырăнлă пулнă. Кӑҫал ăна малалла тӑсмалла. 30 культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлĕç, ҫавна пула вӗсем хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пишпÿлекри культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлеççĕ
Пишпÿлекри культура учрежденийӗсен специалисчӗсене 500 пин тенкӗ тӳлеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: