Çутă çул
+22 °С
Дождь
Культура
4 Ноября 2022, 09:44

Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ

Активлӑ тата пултаруллă ӗҫӗшӗн ачасене пылак парне - канфет панă.

Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕÇирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ


Çирĕклĕри библиотека Пӗтӗм Раҫҫейри "Искусство каҫӗ - 2022" акцие хутшӑннӑ. Акцие ҫамрӑк библиотека вулаканĕсем хутшӑннӑ. Мероприяти Пӗтӗм Раҫҫейри "Искусство каҫӗ" акци ҫинчен, искусство мӗн иккенне, вӑл мӗнпур ҫынна пӗрлештернине библиотекарь каласа панинчен пуҫланнă, "Халӑх культурин никĕсĕ патне" фольклор улахӗпе малалла тӑсӑлнă. Ачасем хӑйсен ҫемйисенче упранса юлнӑ йӑласене аса илнĕ, юмахсен тупсӑмне тупнă, час каламалли сăмахсен ăмăртăвне, "Ваттисен сӑмахне вӗҫле" викторинӑна хастар хутшӑннă, йӑпанусем каласа кӑтартнă, "Виҫҫӗмӗш ытлашши" вӑйă вылянă. Матрешка мĕнле тунин историйĕпе паллашнă, унтан ӑна хутран шаблон туса хатӗрлесе "Матрешкӑн тантӑшӗсем" мастер-класа хутшӑннă. Мероприятие "Халӑх промыслисен тӗлӗнтермӗшӗсем" темăпа курав йӗркеленӗ. Активлӑ тата пултаруллă ӗҫӗшӗн ачасене пылак парне - канфет панă.
#ночьискусств
#ночьискусств2022
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Çирĕклĕри библиотекăра искусство каçĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас