Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Ноябрӗн 2022, 14:30

Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ

Ҫак акцие библиотекăпа культура çурчӗ пĕрле хатӗрленсе ирттернĕ.

Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ
Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ

Ноябрӗн 3-мӗшӗнче Ситекпуçĕнчи культура çурчĕпе библиотекӑра "Театр вешалкӑран пуҫланать" искусство каҫӗ иртнӗ. Ҫак акцие библиотекăпа культура çурчӗ пĕрле хатӗрленсе ирттернĕ.
Библиотекарь чи малтан театр ӑҫтан пуҫланнине, уйрӑм пӳлӗмсене мӗнле ят панине, кам пӗрремӗш актер пулнине, куракансене мӗнле спектакль кӑтартнине, Руҫра театр мӗнле пуҫланнине каласа панă. Пухӑннисене пурне те тумтирсене гардероба пама тата ҫулҫӳреве малалла тӑсма сӗннĕ. Фойерен курмалли зала кӗме пулать, анчах унта хутшӑнакан ҫын "Пурте театр ҫинчен" викторина ыйтăвĕсене хуравламалла пулнă. Куракансен залне кӗрсен кашни ҫынах "Ҫӑкӑр-тӑвар - хире-хирӗҫ" чӑваш халӑх юмахӗнче роль илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ
Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ
Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ
Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ
Ситекпуçĕнче Искусство каҫӗ акци иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: