Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Ноябрӗн 2022, 21:05

Уфари искусство училищинче Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концерт иртнĕ

Рим Хасанов - симфони поэмисен, хор валли нумай сочиненисен, "Курай ҫинчен калакан легенда" балетăн, кинофильмсем валли музыка авторĕ.

Уфари искусство училищинче Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концерт иртнĕ
Уфари искусство училищинче Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концерт иртнĕ

Ноябрӗн 7-мӗшӗнче Уфари искусство училищин концерт залӗнче пушкӑртсен паллӑ композиторӗ Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концерт пулнă.
Мероприятие Уфари искусство училищи ҫӗр ҫул тултарас умӗн ирттернӗ, Рим Махмутович унăн выпусникĕ. Кунта вӑл дирижерпа-хорпа теори уйрӑмӗсенче, унтан Уфари патшалӑх искусство институтӗнче – З. Г. Исмагилов композицийӗн класӗнче вӗреннӗ.
Композитор еткерӗнче 400 ытла юрӑ, баллада, романс шутланать, вӗсен пӗр пайӗ авторăн икӗ сборникӗнче пичетленсе тухнӑ. Унӑн произведенийӗсем професси музыканчӗсем, пушкӑрт тата тутар эстрадин артисчӗсем юрланӑ май янӑранӑ та янӑраççĕ. Рим Хасанов - симфони поэмисен, хор валли нумай сочиненисен, "Курай ҫинчен калакан легенда" балетăн, кинофильмсем валли музыка авторĕ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Уфари искусство училищинче Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концерт иртнĕ
Уфари искусство училищинче Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концерт иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: