Çутă çул
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
11 Ноябрӗн 2022, 20:55

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет

Ҫыннӑн пурнӑҫӗнче хобби пурри унӑн килӗшӳллӗ аталанӑвӗшӗн, канӑвӗшӗн тата лайӑх кӑмӑл-туйӑмӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет

Ҫыннӑн пурнӑҫӗнче хобби пурри унӑн килӗшӳллӗ аталанӑвӗшӗн, канӑвӗшӗн тата лайӑх кӑмӑл-туйӑмӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Паянхи кун самаях паллӑ хобби вӗтӗ шӑрҫа пуçтарни шутланать. Вӗтӗ шӑрҫапа аппаланнин усси ҫинчен нумай калаҫма пулать. Сӑмахран, ачасем шӑрҫаран тунӑ чухне вак-тĕвек моторикӑна аталантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗренекенсен пултарулӑх шухӑшлавӗ, фантази, ӑс-хакӑл, ҫавӑн пекех чӑтӑмлӑх та аталанать. Кун ҫинчен Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа" пӗрлешӗвӗнче вӗренекенсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех занятисем лайӑх туйӑмпа илемлӗхе туйма хӑнӑхтараҫҫӗ. Ачасем илемлӗ япаласем тӑваҫҫӗ, çав процесра тӗрлӗ тӗсе, шӑрҫа виçисене лайăх пĕрлештерме вӗренеҫҫӗ. Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет, пӗр ушкӑн хыҫҫӑн тепри улшӑнсах пыраççĕ. Ҫӑмӑллинчен кӑткӑсраххине, мĕн чухлĕ çĕнни, çав тери хӑвӑртрах вӗренес килет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: