Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
14 Ноябрӗн 2022, 20:44

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ

Р.М. Павлов-Илькелри - талантлӑ поэт, писатель, драматург, журналист.

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ
Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче Пӗтӗм тӗнчери писательсен союзӗсен пӗрлӗхӗн членӗпе, Чӑваш Республикин писателĕсен союзӗн членӗпе, "ПР Тава тивӗҫлӗ таврапĕлÿçипе","ПР Тава тивӗҫлӗ юрисчĕпе", Ф. Карим ячӗллӗ преми лауреачӗпе, Чӑваш Ен Наци наукисемпе искусство академийӗн академикӗпе, "Шуратăл" литература пĕрлешĕвĕн членӗпе, запасри подполковникпа Рудольф Матвеевич Павлов-Илькелрипе творчество тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Рудольф Матвеевичӑн тивӗҫӗ питӗ нумай, ӑна орденсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ.
Р.М. Павлов-Илькелри - талантлӑ поэт, писатель, драматург, журналист.
Библиотекарь Л.А. Кириллова мероприятие хутшӑнакансемпе паллаштарнă хыççăн Р.М. Павлов-Илькелри хӑйӗн сӑмахне пуҫланă. Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панă. Ҫынсем сывлама чарӑнса итленĕ. Ҫавӑн пекех писатель Ăхпуçĕнчи ял библиотекине парнеленӗ ҫӗнӗ кӗнекисемпе те паллаштарнӑ. "Тӗлпулу" библиотека клубӗн членӗсем унӑн вырӑсла тата чӑвашла темиҫе сӑввине вуланă.
Палӑртса хăвармалла, автор хӑй те хӑйӗн темиçе поэзи произведенийӗсене вуласа панă.
Мероприятинче Приютово поселокӗнчи хӑнасем "Пилеш" вокал ушкӑнне хутшӑнакансем те пулнă, вӗсем йыхрава яланах йышăнаççĕ, килеççĕ, хӑйсен юррисемпе савӑнтараҫҫӗ. Ăхпуç ялĕнчи Лариса Еремеева та чӑвашсен чаплӑ юррине юрласа панă, вӑл пурне те музыка парни пулнă.
Р.М. Павлов-Илькелри поэтпа, писательпе тӗлпулӑва нумай куракансем килни савӑнтарать, вӗсем иртнӗ мероприятие питӗ ӑшшӑн йышӑннă.
Çак каç тӑван чӗлхене юратас, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫав юратӑва аталантарма хăнăхтарас тема темиҫе хутчен те ҫӗкленнӗ. Каҫ чӑвашла иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

 

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ
Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ
Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ
Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ
Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче интереслĕ ҫынпа тӗлпулу иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: