Ноябрӗн 14-мӗшӗнче Пишпÿлекри ача-пăча искусство шкулĕнче "Пушкин картти" программа шайӗнче "Илемлӗ сасӑ - ҫитӗнӳ тума пулӑшмалли уҫă!" вĕрентÿ мастер-класс юрлама вӗрентекен педагог С.М. Лутфрахманова ирттернĕ.
Мастер-класа хутшӑнакансем вокалпа, оратор искусствипе паллашнă, сасса ҫемҫетме темиҫе практика упражненийӗсене пурнӑҫланă, тӗрлӗ сасӑсене уҫӑмлатнă, юрӑҫӑшӑн, ҫыншӑн сывлани мӗн тери кирлӗ пулни ҫинчен калаҫнă.
Тӗлпулу пуриншӗн те хаваслӑ та тӗплӗ иртнӗ, хӑш чухне упражненисене пурнӑҫлани кулăшла пулнă, ҫавӑнпа та мастер-класс нумай туйӑм парнеленӗ. Мероприяти вӗҫӗнче вара хутшӑнакансемпе пӗрле юрлакан импровизаци тума хӑтланса пӑхнă, сасӑсене виҫӗ ушкӑна пайланă та тӗрлӗ слогсемпе ритмсен кӗввисене шӑрантарнă, питӗ вӑйлӑ та оригиналлӑ пулса тухнă çакă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча искусство шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.