

Пăслăкри культура çуртĕнче сурӑх ҫӑмӗнчен ҫыхма вĕрентекен "Ӑстаҫӑ" мастер-класс иртнĕ. Сурӑх ҫӑмӗ мӗнле, ӑна мӗнле арлаҫҫӗ, сурӑх ҫиппинчен мӗн ҫыхма, мӗн тума пулать, - каласа панă ачасене Валентина Ильинична Сенькина ăстаçă. Хӑй астӑвасса вӑл яланах нумай ҫыхнă. Хальхи вăхăтра, питӗ сахал хӗрарӑм ҫыхма пӗлет е ҫав ӗҫ валли вӑхӑт тупаймаҫҫӗ пулсан, Валентина Ильинична заказпа нумай ӗҫ тӑвать. Унӑн ӑшӑ та тирпейлӗ ҫӑм чӑлхисем пирӗн ҫӗршыври нумай хуласем тӑрӑх саланнă. Ҫакӑн пек интереслӗ тӗлпулушӑн ӑна тав тӑвас килет.
#Пушкинскаякарта#мастеркласс#творчество#вязание#БазлыкскийСМФК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.