Тӗнчене курма ҫынсем хӑнӑхнӑ
Шуррисем, саррисем, кӑваккисем, хӗрлисем.
Таврара пурте пултӑр
Тӗлӗнмелле, тӗрлӗрен.
Ачасем кӑранташсемпе ӳкерме юратаҫҫӗ. Эпир вара, ҫитӗннисем, вӗсем ҫине пӗр кулмасӑр пӑхатпӑр. Ҫапах та тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсем-графикла лайӑх материал. Вӗсене тытса пыма ҫӑмӑл, апла пулсан, тӗрлӗ эффектсем тума та ҫӑмӑл.
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Асамат кӗперӗ" пӗрлешӗвӗн 2-мĕш ушкӑнӗ (педагог О.Ю. Михайлова) салфиткесем илемлетнӗ, вӗсене хӑйсем тӑрӑшса ӳкерсе тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсемпе сăрланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.