Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Ноябрӗн 2022, 11:45

Хĕл Мучи кунне халалласа

Хĕл Мучи ҫуралнӑ кунӗ пур, ӑна ноябрӗн 18-мӗшӗнче палӑртаççĕ.

Хĕл Мучи кунне халалласа
Хĕл Мучи кунне халалласа

Хĕл Мучи ырӑ кӑмӑлӗпе ҫеҫ мар, хӑйӗн юмахри саламӗсемпе те чапа тухнӑ персонаж. Анчах ӑна хӑйне те саламлама пулать. Унӑн хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ пур, ӑна ноябрӗн 18-мӗшӗнче палӑртаççĕ. Çак тӗлӗнмелле кун "Умка" ача садӗнчи шкула хатӗрленекен "Умники" ушкăнра ачасем юратнӑ персонажпа унӑн Аслӑ Устюгри резиденцийӗ ҫинчен презентаци пӑхнă. Ачасем парне вырӑнне открытка хатӗрленĕ.
Шкула хатӗрленекен "Почемучки" ушкăнри ачасем пирӗн Асамҫӑн сăнÿкерчĕкне ӳкерме тӑрӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

Хĕл Мучи кунне халалласа
Хĕл Мучи кунне халалласа
Хĕл Мучи кунне халалласа
Хĕл Мучи кунне халалласа
Хĕл Мучи кунне халалласа
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: