Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
21 Ноябрӗн 2022, 21:22

Уфара Рим Хасанов призĕшĕн актер юррин конкурсӗ иртӗ

Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри 20 ҫынна суйласа илет.

Уфара Рим Хасанов призĕшĕн актер юррин конкурсӗ иртӗ
Уфара Рим Хасанов призĕшĕн актер юррин конкурсӗ иртӗ

"Башкортостан" патшалӑх концерт залӗ "Зимний романс" актер юррин республикӑри конкурсне хутшӑнма чӗнет. Конкурса Пушкӑртстанри культура министерстви пулӑшнипе пушкӑртсен паллӑ композиторӗ Рим Хасанов призне илессишĕн ирттереҫҫӗ.
ГКЗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Гран-при, I, II, III степень лауреачĕсен хуҫисене призсем, парнесем тата укҫа-тенкӗ гранчӗсем кӗтеҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен Рим Хасанов композиторӑн репертуарĕнчи спектакльсенчи юрӑсене юрланин видеофайлне ярса памалла. Заявкăна ярса памалла: E-mail [email protected] 2022 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗччен.
Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри 20 ҫынна суйласа илет. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне тата çĕнтерÿçĕсене чысламалли церемонине декабрӗн 12-мӗшӗнче "Башкортостан" ГКЗ Пӗчӗк залӗнче ирттерӗҫ, унта конкурс ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Уфара Рим Хасанов призĕшĕн актер юррин конкурсӗ иртӗ
Уфара Рим Хасанов призĕшĕн актер юррин конкурсӗ иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: