Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн пӗр ырӑ йӑли пур -Анне кунӗ ячӗпе халалланӑ театр эрнине ирттересси, ҫак ҫул та ытти çулсенчен уйрӑлса тӑмасть.
Ачасем ҫак чаплӑ уява нумай хатӗрленнĕ, рольсем, юрӑсем, сӑвӑсем, ташӑсем вӗреннĕ. Ашшӗ-амӑшӗсем те айккинче юлман, вӗсем костюмсем, декорацисем, театр атрибучӗсем тума пулӑшнă.
Чӑн-чӑн театрти пекех афишӑсем ҫакнӑ, чӗнӳ билечӗсем валеçнĕ.
Эрне тăршшĕпе ача садӗнче юмах атмосфери пулнă, ачасем юмах-артистсен геройӗсем, вĕсен амăшсем куракансем пулнă.
Хӑйсен спектаклӗсене кӗҫӗннисенчен пуҫласа хатӗрленекен ӳсӗмри ушкӑнсем кӑтартнă. Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасем хӑйсен аллипе тунӑ парнесене амӑшӗсене парнеленĕ, ҫав парнесенче хӑйсен ырӑ кӑмӑлӗпе туйăмĕсене хывнă.
Анне кунӗ Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче ҫав тери ачаш та хумхануллă иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн сериала сетьри страницинчен.