Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
2 Декабрӗн 2022, 10:10

Радий Хабиров Рим Хасанов композитора 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă

Регион ертӳҫи музыканта юбилей ячӗпе саламланӑ тата пултарулӑхра малашнехи ҫитӗнӳсем суннӑ.

Радий Хабиров Рим Хасанов композитора 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Радий Хабиров Рим Хасанов композитора 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă


Ноябрӗн 30-мӗшӗнче Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров чаплӑ композитор, республикăри халӑх артисчӗ Рим Хасанов 75 ҫул тултарнине халалланӑ концертра пулнӑ. Мероприятие "Башкортостан" Патшалӑх концерт залӗн сцени ҫинче ирттернĕ.
Регион ертӳҫи музыканта юбилей ячӗпе саламланӑ тата пултарулӑхра малашнехи ҫитӗнӳсем суннӑ.
– Тӳррипе калатӑп, паян сирӗн пултарулӑх каҫне килмесӗр тӑма пултараймарӑм. Пирӗн маэстрона – пушкӑрт халӑхӗн аслӑ ывӑлне - пысӑк тав тӑвас тетӗп, – тенӗ Радий Хабиров. – Манăн ÿсĕмрисем "Ҡышҡы романс", "Өфө йүкәләре", "Юҡҡа түгелдер" композицисемпе воспитани илнĕ. Эпӗ час-часах сирӗн музыкӑна итлетӗп. Эсир, паллах, аслӑ композитор. Сирӗн жанр - юрӑсем ҫеҫ мар, пысӑк музыкӑн сийӗ. Сирӗн пултарулӑх пире пурне те, пӗтӗм пысӑк республикӑна пӗрлештерет. Чӗререн хисеплесе, пысӑк юратупа тав тăватăп!
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров Рим Хасанов композитора 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Радий Хабиров Рим Хасанов композитора 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: