+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Татӑк-кӗсӗк аппликацисене пӗр фон ҫумне ҫыпӑҫтаракан пысӑках мар пир татӑкӗсенчен тӑваҫҫӗ. Чи кирли - интереслӗ композици шухӑшласа кӑларасси. Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Лоскутная геометрия" вӗренекен пӗрлешӗвӗсем (педагогӗ Гайнутдинова Р.Ф.) виҫкӗтеслӗхсемпе тӑваткалсенчен ҫутӑ та хӑтлӑ ҫуртсем тӑваҫҫӗ - хӑйсен ҫурчӗсен сӑнарӗсене. Ҫаксене пурне те кайран пӗр паннора пуҫтарӗҫ. Ӗҫ вӗресе тӑрать. Мӗн пулассине эпир часах курӑпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.