+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫӗнӗ ҫул - асамлӑхпа парнесен уявӗ. Ҫӗнӗ ҫул - тĕрлĕ теттесем тумалли вӑхӑт.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн Çирĕклĕри ял клубӗнче илемлетмелли "Çĕнĕ çул мастерскойĕ" мастер-класс иртнӗ.
Пултарулӑх процесӗ вӑхӑтӗнче клуб работникӗ ачасене Çӗнӗ ҫул уявӗсен йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа панă. Мастер-класра вӗренекенсем хутран Çӗнӗ ҫул эрешӗсем тунӑ, хӑйсен аллипе тунӑ эрешсем Çӗнӗ ҫул елкине илемлетме питӗ лайӑх пулĕç.
Ачасем Çĕнĕ çул умĕнхи халапа кĕме питӗ хавас.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.