Часах Çӗнӗ ҫул ҫитет, ӑна пурте кӗтеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул вӑл юратнӑ тата вăрах кӗтнӗ уяв кӑна мар. Ҫӗнӗ ҫул – тӗлӗнмелле япала пуласса кӗтни, иртсе пыракан ҫул пĕтĕмлетĕвĕсене пӑхса тухни, малашнехи плансем йĕркелени. Уяв атмосферине йӗркелес тесе кашни ҫулах Кистенлĕпуçенчи ял клубӗнче Çӗнӗ ҫул илемӗ иртет. Савӑнӑҫлӑ шухӑшсем, кӑштах фантази, часах учреждени ҫӗнӗ ҫул юмахӗ пулса тӑрать. Мишура, юр пӗрчисем, тематикӑлла композицисем, юмахри персонажсем тата, паллах, илемлӗ елка уява чаплӑ илемлетни, Çӗнӗ ҫул уявӗнчи кӑмӑл-туйӑма ҫӗклентерет. Ну, мӗнех вара, кӑшт ҫеҫ юлчӗ, Ҫӗнӗ ҫул та, Хĕл Мучипе Юр пике пӗрле, ачасене те, ҫитӗннисене те парнесем, савӑнӑҫ, хаваслӑ вӑйӑсем, конкурссем илсе килет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.