

Тата тепӗр ҫамрӑк специалист "Земство культура работникӗ" программӑпа грант тытса тӑракан пулнă. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн социаллă сетĕнче каласа панă.
- Хаклӑ тусӑмсем!
Ҫамрӑк профессионалсем Пишпÿлек районне таврӑннӑшӑн чунтанах савӑнатӑп. Вӗсен хастарлӑхӗ, таланчӗ тата пултарулӑхӗ задачӑсене татса пама пултарни пирӗн района лайӑхрах та илемлӗрех тума пулӑшать. Вӗсенчен пӗри - Роза Габдрахманова, Ача-пӑча искусство шкулĕн художество уйрӑмӗн преподавателӗ. Пӗр хушӑ "ҫурҫӗрте" ӗҫленӗ хыҫҫӑн Пишпÿлеке таврӑнчӗ, унпа халь хӑйӗн пуласлӑхне ҫыхӑнтарать. Питӗ лайӑх педагог, питӗ лайӑх художник – унӑн тем пулсан та ӗҫ тухасса шанатӑп.
Сӑмах май, паян унӑн ҫуралнӑ кунӗ. Çакăнпа тепӗр хут саламлатӑп эпӗ ӑна! Пӗтӗм чӗререн ӑнӑҫу сунатӑп. "Земство культура работникӗ" программӑпа грант илме шӑпах паян Роза Рузиновнӑна договор пани савӑнтарать. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама ӑна укҫа-тенкӗ пулӑшасса шанатӑп.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.