Çирĕклĕри ял клубĕнче "Ҫӗнӗ çул пуҫ кӑшӑлӗ " мастер-класс иртнӗ. Пуҫ кӑшӑлӗ вӑл - Раштавпа Ҫӗнӗ çул символӗ кӑна мар, ку тата кил-ҫуртӑн хӑйне евӗрлӗ сыхлавӗ, вӑл унта пурӑнакансене пурне те хӳтӗлет, телейпе ырлӑх кӳрет. Пуҫ кӑшӑлӗн ҫаврака форми вӗҫӗ-хӗррисӗр пурнӑҫа, симӗс тӗсӗ - ҫирӗп сывлӑха пӗлтерет, пӗчӗк ҫуртасем вара ҫемье вучахӗн ӑшшине палӑртаҫҫӗ.
Мастер-класра вӗренекенсем, тӗрлӗ вак-тӗвексемпе - мишурӑпа йӗкел, ҫӗнӗ ҫул теттисемпе, хаҫатсемпе усӑ курса, хӑйсен Раштав пуҫ кӑшӑлӗсем тунă. Пуҫ кӑшӑлне илемлетсе, хутшăнакансем хӑйсен пӗтӗм фантазине кӑтартнӑ, вӗсен хитре пуҫ кӑшӑлӗсем пулнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.