Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
28 Декабрӗн 2022, 21:53

Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ

Пурте мероприятипе кӑмӑллӑ юлнă.

Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ

Декабрӗн 28-мӗшӗнче Демскинчи вăтам шкулăн вӑтам сыпăкĕнче (5-7 кл) Бал-маскарад иртнӗ. 7-мĕш класс ертÿçипе В.А. Черновпа "Елка" квест-вăйă ирттернӗ. Маршрут листисене илсен ачасем "Кӗрт çинче", "Букварь вӑрманӗ", "Ҫӗнӗ çул ребусӗсем", "Юр ыйтӑвӗсем"," Ташла е шӑнса лар" станцисем витӗр тухмалла пулнӑ. Кашни станцӑра ачасене интереслӗ заданисем кӗтнӗ, ҫав заданисене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ шариксем илнӗ те елкӑна илемлетнӗ. Паллах ӗнтӗ, уявӑн тӗп хӑнисемпе - Хĕл Мучипе Юр пикипе те тӗл пулнă. Г.Р. Ситдикова интереслӗ вӑйӑсем ирттернӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗн чи нумай кӗтнӗ пайӗ - Е.С. Христофорова хӑйӗн класӗпе йӗркеленӗ "Ҫӗнӗ Ҫул лотерейи" пулнӑ. Пурте мероприятипе кӑмӑллӑ юлнă. Ҫӗнӗ ҫул Бал-маскарадне хатӗрленнӗшӗн тата ирттернӗшӗн пурне те пысӑк тав. Пурне те Çӗнӗ ҫул ячӗпе!!!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Демскинчи вăтам шкулта Бал-маскарад иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: