Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Декабрӗн 2022, 21:01

Пушкӑрт тӗп хулинче Ҫӗнӗ çул каникулӗн "Терра зима 2023" фестивалӗ иртӗ

Экипажсен конкурсӗсемпе парадне регистрацилеме "Терра Зима" фестивалӗн официаллӑ сайтӗнче юрать.

Пушкӑрт тӗп хулинче Ҫӗнӗ çул каникулӗн "Терра зима 2023" фестивалӗ иртӗ
Пушкӑрт тӗп хулинче Ҫӗнӗ çул каникулӗн "Терра зима 2023" фестивалӗ иртӗ

Мероприяти декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 3-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 1-мӗшӗччен "Гостиный двор" умӗнчи площадьре Çӗнӗ ҫул концерчӗ вырӑнти артистсемпе, Хӗл Мучипе Юр пикепе тата уҫӑ сывлӑшра вылякансемпе пӗрле пулать.
Январӗн 1-мĕшĕнче 15.00 Профсоюз Керменӗнчен пуҫласа "гостинкӑна" ҫитиччен костюмлӑ парад иртет, ун хыҫҫӑн карнавал костюмӗн конкурсӗ тата дискотека иртет.
Январӗн 2-мӗшӗнче 12.00 "Гостиный двор" территоринче сăмаварсен конкурсӗпе, гастрономи ярмăрккипе, халӑх вӑййисемпе концерчӗпе "Зимний сабантуй" пуҫланать.
Январӗн 3-мӗшӗнче Белая юханшыв хӗрринче пӗр харӑсах икӗ событи пулса иртет: 11.00 пушкӑртсен биатлонӗ тата 12.00 утлӑ-ҫуна экипажӗсен парачӗ.
Экипажсен конкурсӗсемпе парадне регистрацилеме "Терра Зима" фестивалӗн официаллӑ сайтӗнче юрать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Пушкӑрт тӗп хулинче Ҫӗнӗ çул каникулӗн "Терра зима 2023" фестивалӗ иртӗ
Пушкӑрт тӗп хулинче Ҫӗнӗ çул каникулӗн "Терра зима 2023" фестивалӗ иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: