Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Декабрӗн 2022, 11:30

Юмахри пек Çĕнĕ çул

Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлпулӑвӗн уявне ирттернĕ.

Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул

Ҫӗнӗ ҫул – чи юратнӑ ача уявӗ. Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлпулӑвӗн уявне ирттернĕ. Ачасем ҫӗнӗ ҫул ячӗпе савӑнӑҫлӑ кăмалпа уява кĕтсе карнавал костюмӗсем тӑхӑннӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ, йӑлтӑртатса тӑракан ярапасемпе ҫап-ҫутӑ илемлетнӗ елка тӗлӗнмелле япала туйӑнса кайнă. Юмахри геройсем Яга Карчăкпа Кикимора спектакль пуҫламăшĕнчех ачасене юмахри асамлӑ тӗнчене илсе кайнӑ. Ачасем приключенисен праҫник атмосферине кӗме, интереслӗ конкурссемпе вӑйӑсене хутшӑнма пултарнӑ. Хĕл Мучипе Юр пике килсен чӑн-чӑн праҫник пуҫланнă. Юрӑсем, ташӑсем, чӑрӑш тавра вӑйӑ картисем вылянă. Ачасем Хӗл Мучие сӑвӑсем каласа панă. Ачасем уяври кӑмӑл-туйӑмпа, асамлӑх туйӑмӗпе капӑрланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Юмахри пек Çĕнĕ çул
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: