Январӗн 9-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн "Ыркăмăллӑх волонтерĕсем" волонтерсен команди "Музыка ӗмӗрсем витӗр" музыка квестне йӗркелесе ирттернӗ. Квеста икĕ команда хутшӑннă: "Скрипка уҫҫи" тата "Бас уҫҫи".
Квест тăватă блокран тӑнă: ӗмӗрлӗх классики, совет кинематографӗ, вырӑс халӑх юрри, пирӗн вӑхӑтри музыка. Кашни блока икĕ станцине пайланӑ. Командӑсем пур станцисене те ӑнӑҫлӑ иртнĕ.
Квест ҫакӑн пек кӑтартусемпе вӗҫленнӗ: 1-мӗш вырӑна "Скрипка уҫҫи", 2-мĕш вырӑна "Бас уҫҫи" йышӑннă. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотăсемпе наградӑланӑ.
#ВолонтерыДобра #МузыкальныйКвест
#СУПЕРкоманда2.0 #ВПередкПобедам
#ВолонтерыПобеды #ЯПатриот
#РосмолодежьГрант #БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.