Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
20 Кӑрлач 2023, 15:00

Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă

Мероприяти вӗҫĕнче ылтӑн ҫӑраҫҫи евӗрлӗ кӗнекесем хушшине хумалли ӑстаҫӑ-класс ирттернĕ.

Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă
Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă

Ҫитӗннисем те ачасем те пурте Алексей Толстой юмахӗсене пӗлеҫҫӗ, юратаҫҫӗ. Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 3в класӗнче вӗренекенсемшӗн (класс ертӳҫи Л.Ф. Гаврилова) Пишпÿлекри Ача-пăча библиотекин библиотекарĕ "Алексей Толстой юмахӗсем" литература сехечӗ ирттернӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче библиотекарь ачасене чаплӑ писатель Алексей Николаевич Толстой ҫинчен каласа панă. Ачасем писатель пурнӑҫӗнчи, унӑн литература пултарулӑхӗ ҫинчен интереслӗ фактсем пӗлнӗ. Малалла ачасем А.Толстойӑн "Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино мыскарисем" юмахӗ тӑрӑх викторинӑна активлӑ хутшӑннӑ, ҫак литература произведенине лайӑх пӗлнине кӑтартса панӑ. Мероприяти вӗҫĕнче ылтӑн ҫӑраҫҫи евӗрлӗ кӗнекесем хушшине хумалли ӑстаҫӑ-класс ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă
Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă
Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă
Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă
Алексей Толстой юмахӗсемпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: