Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Кӑрлач 2023, 13:25

Пушкӑрт фольклор коллективӗсем федераци гранчӗсем илме пултараҫҫӗ

Кашни ҫул субсидисем 15-рен пуҫласа 25 коллектив таран илме пултараҫҫӗ.

Пушкӑрт фольклор коллективӗсем федераци гранчӗсем илме пултараҫҫӗ
Пушкӑрт фольклор коллективӗсем федераци гранчӗсем илме пултараҫҫӗ

РФ правительстви халӑх тата фольклор пултарулӑхӗн коллективĕсене грантсемпе пулӑшма уйлать.
Раҫҫейре халӑх тата фольклор пултарулӑх коллективӗсене грант пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ программи хута каять. Раҫҫей правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевсем валли ҫулсеренех 100 млн тенкӗ уйӑрĕç.
Ӗҫ "Культура аталанӑвӗ" патшалӑх программи шайӗнче пырӗ. Ҫак тӗллевсем валли субсидисем уйӑрса памалли правилӑна ҫирӗплетекен постановлени ҫине правительство председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Грант илме професси тата юратакансен коллективӗсем – вокал, инструмент, хореографи е мультижанр коллективӗсем пултарӗҫ. Пулӑшу хатӗрӗсене вӗсем ҫӗнӗ программӑсем тума, гастрольсем, мастер-классем е фольклор экспедицийӗсем ирттерме яма пултараҫҫӗ.
Грант конкурсне Культура министерстви ирттерӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ проектсен хакне кура укҫа-тенкӗ виҫине уйрӑммӑн тивӗҫтерӗҫ. Кашни ҫул субсидисем 15-рен пуҫласа 25 коллектив таран илме пултараҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/culture/2023-01-25/folklornye-kollektivy-bashkirii-mogut-pretendovat-na-federalnye-granty-3118397


Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑрт фольклор коллективӗсем федераци гранчӗсем илме пултараҫҫӗ
Пушкӑрт фольклор коллективӗсем федераци гранчӗсем илме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: