Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
27 Кӑрлач 2023, 20:21

"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ

Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов коллектива тав тунă, тав ҫырăвĕ панă.

Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнче Николай Сидоров пьесипе "Хусах Ваççа авланать" "Сăнлăх" чӑваш халӑх драма театрӗ лартнă спектакль премьери иртнӗ.
Камит нумай темӑна хускатать: ачасемпе ашшӗсем пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхни, вӑхӑта пӑхӑнман пӗрремӗш юрату, ял темине. Ялта пурнӑҫ кичем те пӗр евӗрлӗ тесе, ҫамрӑксем ялтан хулана тухса каяҫҫӗ. Тӗп героиня Маруç хӑйӗн ӗҫне юратать, ялти культура пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Маруç хӑйӗн ялӗпе ҫуртне маннӑ хӑйне хӑй ытлашши шанакан Ваççана вӗрентсе илме шут тытать. Ӑна пула вырӑнти хӗр Настя хӑйӗн телейне тупать.
Куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса вырӑнти актерсене тав тунӑ.
Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов коллектива тав тунă, тав ҫырăвĕ панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совет администрацин социаллă сетьри страницинчен.

"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ
"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ
"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ
"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ
"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ
"Хусах Ваççа авланать" спектакль премьери иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: