Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Кӑрлач 2023, 11:00

Кӑсӑк тӗлпулу

Мероприяти вӗҫĕнче оркестр РФ тата ПР гимнӗсене выляса кăтартнă.

Кӑсӑк тӗлпулу
Кӑсӑк тӗлпулу

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 2а, 8а тата 8б классенче вӗренекенсем Пишпÿлекри Ача-пӑча искусстви шкулӗн Раиль Рустамович Едиханов ертсе пыракан вĕрсе каламалли инструментсен оркестрӗпе творчествӑлла тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Раиль Рустамович оркестра йĕркеленĕ истори ҫинчен каласа панă, оркестра хутшӑнакансемпе паллаштарнă, малашнехи плансем ҫинчен каласа панă. Оркестр темиҫе произведени вылянă. Чӗрӗ музыка куракансене илĕртнĕ. Мероприяти вӗҫĕнче оркестр РФ тата ПР гимнӗсене выляса кăтартнă.
Ачасем тата вӗсен ертӳҫи Равиль Рустамович Едиханова питӗ лайӑх кӗтсе илнӗшӗн, питӗ лайӑх вылянăшăн тав тӑваççĕ. Пултарулӑхра ҫитӗнӳсем сунаççĕ!
#нацпроектыБашкортостан
#точкароста
#бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Кӑсӑк тӗлпулу
Кӑсӑк тӗлпулу
Кӑсӑк тӗлпулу
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: