Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
3 Нарӑсӑн 2023, 15:05

Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă

Артистсем хӑйсем те, куракансем те кӑмӑллӑ пулнă.

Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă

Тӗнчере пурте юмахсене юратаҫҫӗ, ҫитӗннисем те ачасем те. Юмаха илтме ҫеҫ мар, курма та пулать. Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн "Непоседы" ушкӑнӗнчи ачасем воспитательсемпе пӗрле хатӗрленсе вырӑс халӑх "Колобок" юмаха пукане инсценировкипе кӗҫӗн ушкӑнсенчи ачасене кӑтартнӑ. Ачасем хӑйсен геройӗсен хусканӑвӗсене, йӑлисене, ӗҫӗсене каласа пама тӑрӑшнă. Кунта вӗсене музыка пулӑшнӑ. Пӗчӗк куракансем артистсене хыттӑн алӑ ҫупса тав тунă. Ачасемпе ҫавӑн пек ӗҫ-хӗл форми артист пултарулӑхне аталантарма, психологи задачисене татса пама, сӑмах-юмаха тата ӑс-хакӑла аталантарма пулӑшать.
Артистсем хӑйсем те, куракансем те кӑмӑллӑ пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Аслисем пĕчĕкреххисене юмах кăтартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: