Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
13 Нарӑсӑн 2023, 12:43

Уфара Федор Шаляпинӑн пулас музей экспоначӗсен куравӗ уҫӑлать

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Уфара Федор Шаляпинӑн пулас музей экспоначӗсен куравӗ уҫӑлать
Уфара Федор Шаляпинӑн пулас музей экспоначӗсен куравӗ уҫӑлать

Февралӗн 13-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпе аслӑ опера юрӑҫи Федор Шаляпин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваççĕ. Шаляпин хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗн "творчество пурнӑҫӗн сӑпки" пулса тӑракан Уфа айккинче юлмӗ. Юбилейсен тӗп мероприятийӗсенчен пӗри "Шаляпин Уфара. Аслӑ дебют историйӗ" курав Пушкӑрт Республикинчи Наци музейӗнче уҫасси пулса тӑрӗ.

Курав XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Уфара Федор Шаляпин пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлтерет. Ун чухне юрӑҫӑ 17 ҫулта ҫеҫ пулнӑ, унӑн творчествӑлла пысӑк ҫулӗ тин ҫеҫ пуҫланнӑ. Экспозици ҫинчен Регионсем хушшинчи Шаляпин центрӗн Уфари уйрӑмӗн ертӳҫи Елена Замрий Уфари юбилей мероприятийӗсен стартне халалланӑ пресс-конференцире тӗплӗнрех каласа панă.

Пушкӑрт Республикин культура министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Наталья Лапшина "нумай ҫулсем хушши пайăн-пайăн Шаляпин ҫинчен асӑнса пуҫтарнӑ тата музей валли тивӗҫлӗ экспонатсен пысӑк арсеналне тупнӑ мӗнпур энтузиастсене министерство ятĕнчен тав тунă.

Пушкӑрт тӗп хулинчи кӗске сезон Шаляпинăн асĕнче ӗмӗрлӗхех юлнă. Чапа тухнӑ юрӑҫӑ пулса, вӑл хӑйӗн юбилейӗсене, чаплӑ кунӗсене паллӑ тунӑ, сцена ҫинче ирттернӗ ҫулсен шутне ҫав асран кайми гастрольсенчен пуçланă. Шӑпах Уфара Шаляпин театр ӑсталӑхӗн малтанхи урокӗсене илнӗ.

(12+)

https://www.bashkortostan.ru/presscenter/news/517977/

Уфара Федор Шаляпинӑн пулас музей экспоначӗсен куравӗ уҫӑлать
Уфара Федор Шаляпинӑн пулас музей экспоначӗсен куравӗ уҫӑлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: