Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
14 Нарӑсӑн 2023, 09:55

Федор Иванович Шаляпина халалласа

Кистенлĕри вăтам шкулта Федор Иванович Шаляпинӑн пурнӑҫĕпе пултарулӑх ҫулне халалланӑ класс сехечĕсем иртнĕ.

Федор Иванович Шаляпина халалласа
Федор Иванович Шаляпина халалласа

Кистенлĕри вăтам шкулта Федор Иванович Шаляпинӑн пурнӑҫĕпе пултарулӑх ҫулне халалланӑ класс сехечĕсем иртнĕ. Вырӑссен чаплӑ опера юрӑҫи, ХХ ӗмӗрӗн паллӑ артисчӗ, легендарлӑ басӗ — Федор Иванович Шаляпин — пӗтӗм тӗнчипе паллӑ. 2023 ҫулта пирӗн ҫӗршыв вӑл ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине палӑртать. Хресченсен çемйинчен тухнӑскер, пултаруллӑ ӑс-хакӑллӑскер, вӑл тӗнчери театр сценисене, опера тӗнчине пӑхӑнтарнă. Юрӑ пултарулӑхӗсӗр пуҫне вӑл живописьпе тата скульптурӑпа интересленнӗ. Живописецӑн таланчӗ сцена ҫинче те палӑрнӑ. Шаляпин "грим виртуозӗ" пулнӑ, сцена портречӗсем тунӑ, хулӑн та вӑйлӑ янӑрав ҫумне ҫап-ҫутӑ ӳкерчӗк хуша-хуша хунӑ.

#Шаляпин #ФедорШаляпин

#150летШаляпину

#Росдетцентр #РДДМ 

#НавигаторыДетстваРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.  

Федор Иванович Шаляпина халалласа
Федор Иванович Шаляпина халалласа
Федор Иванович Шаляпина халалласа
Федор Иванович Шаляпина халалласа
Федор Иванович Шаляпина халалласа
Федор Иванович Шаляпина халалласа
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: