+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Февралӗн 23-мӗшӗ — Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ — аттесемпе асаттесен, арçын ачасен уявӗ.
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн хатӗрлев ушкăнĕнчи ачасем (ертÿçи В.А. Леонтьева) хӑйсен юратнӑ ашшӗсем валли открыткӑсем хатӗрленӗ. Ачасем тӑрӑшса, пысӑк хаваслӑхпа, юратса илемлӗ открыткӑсем тунӑ.
Ҫакӑн пек открытка илме, паллах, лавккаран илнинчен аванрах, мӗншӗн тесен алӑ ӗҫне тума ача чунӗн пӗр пайне хурать.
Ҫак открыткӑсене ачасем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланӑ уявра ашшӗсене чаплӑн парнелĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.