Ӳкерчӗк ÿкересси — чи илемлӗ, тӗрлӗ тата пӗр вӑхӑтрах усӑ курма пултаракан тӗрлӗ илӗртӳсенчен пӗри, хӑвна ху тыткаламалли, аталантармалли тата хӑвна ху пысӑклатмалли меслетсенчен пӗри. Кистенлĕри Культура çуртĕнче иртнĕ "Асамлӑ киçтĕк" мастер–класа хутшăнакансене ÿкерессин ҫӗнӗ техникине епле хӑвӑрт вӗренмеллине, ÿкерессин тӗлӗнмелле техникисемпе усӑ курмаллине, ялан усă курман материалсемпе сӑрламаллисене явӑҫтарни ҫинчен каласа панă. Заняти вӑхӑтӗнче ачасем кӑранташпа киçтĕке тӗрӗс суйласа илме, тӗрлӗ тӗссемпе — акварельпе, гуашьпа ӗҫлеме вӗреннӗ. Кашни ҫын хӑйӗн ӳкерчӗкне ӳкерме, ачасене творчествӑлла шухӑшлама пулӑшакан илемлӗ гаммӑна экспериментланӑ, ӑс-хакӑлпа фантазие ирӗк панӑ. Мероприяти вӗҫӗнче вырӑнти пултарулӑх художникӗн В.Васильевӑн ӗҫӗсемпе паллашнă, вӑл ялти паллӑ ҫынсен шутӗнче. Пĕчĕк Тӑван çӗршывшӑн усӑллӑ ӗҫсен ҫулталӑкне халалласа ачасем хӑйсен ӳкерчӗкӗсене ялти Культура ҫуртне парнеленӗ.
#Пушкинская_карта
#Год_полезных_дел_для_малой_Родины
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.