

Ситек ялĕнче ӑстаҫӑсем нумай пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хутшӑннипе çак клубра мероприятисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ун пеккисенчен пӗри ҫак кунсенче пулса иртнӗ. Хӑва вуллинчен карҫинкка явакан мастер-класс халӑх ӑсти Аркадий Мельников ирттернӗ. Юратнӑ ӗҫӗн йӗркипе ăстаçă вырӑнти ачасене паллаштарнă.
Аркадий Васильевич ачаранпах ҫатан авассипе кӑсӑкланнӑ. Ҫак авалхи усӑллӑ ӗҫе вӑл ашшӗнчен вĕреннӗ. Ку питӗ кӑсӑк процеса пуҫласси ҫеҫ — унтан вӑраха тӑсӑлать, уйрӑлма та ҫук. Ҫутҫанталӑк материалӗпе ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, начарри манăнать, кӑмӑл ҫӗкленет, лӑпланатӑн. Ху аллупа тунӑ карҫинкка ҫине пӑхсан, чуну савăнать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫатан явнинче лайăххи ҫеҫ, – тӳррипех калать ӑстаçă. Мастер ҫаксене пурне те каласа панă май черетлӗ карçинка авать, ачасене кӑткӑс, йывӑр, анчах интереслӗ процесӑн пур пайӗсене те тӗплӗн кӑтартса парать. Акӑ вӑл хулла асӑрханса илет, ӑна тирпейлӗн хуҫлатать, тепӗр аллипе тытса тӑрать, унтан тата тепӗр хӑва вулли илет те пӗр-пӗринпе ҫыхать тата ытти те…
#МалоСедякскийСДК
#МастерКласс
#РемеслоИвоплетение
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.