+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн "Смешарики" аслӑ ушкӑнӗнче спорт уявӗ иртнӗ, ăна Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçĕн кунне халалланӑ. Ачасем ӑмӑртнă, юрӑсем юрланă, сӑвӑсем вуланă. Уяв вӑйӑ формипе иртнӗ, тӗрлӗ эстафетӑсенчен тӑнӑ. Ачасем, ашшĕсем, аслашшӗсем пысӑк хастарлӑх, пӗр-пӗрне лайӑх кӑмӑл-туйӑм, пӗр-пӗринпе хутшӑнса хавасланни, кулни, вӗсем мӗнле вӑр-вар, чӑтӑмлӑ, хӑюллӑ пулнине кӑтартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.