Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
22 Нарӑсӑн 2023, 15:00

Ачасем йывăçран танк тунă

Паян йывӑҫ тӗрлӗ сферӑра тӗп материалсенчен пӗри пулса тӑрать.

Ачасем йывăçран танк тунă
Ачасем йывăçран танк тунă

Паян йывӑҫ тӗрлӗ сферӑра тӗп материалсенчен пӗри пулса тӑрать. Йывӑҫ касса тунӑ ӗҫсемпе Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Ӑслӑ алӑсем" пӗрлешӗвӗн вӗренекенĕсем (педагогĕ Р.Ш. Абзалов) хавхаланса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак занятисем, ҫӗнӗ декораци сӑнарӗсем тӑвакан художник искусствипе пӗрлешсе, ачасене эстетикӑлла воспитани пама пулӑшаҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑла аталантараҫҫӗ, художествӑлла туйӑма йӗркелеҫҫӗ, ну, чи кирли, ачасем килте нумай тума пӗлекен чӑн-чӑн арҫынсем пулса ÿсеççĕ. Ачасем йывӑҫ танксем тунă. Ҫӗнӗ проект - самолетсем - кӗтет, вӗсене вӑратать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗ центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

Ачасем йывăçран танк тунă
Ачасем йывăçран танк тунă
Ачасем йывăçран танк тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: