Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Нарӑсӑн 2023, 18:45

Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ

Каҫ малалла сцена ҫинче Пишпӳлек районӗнчи чи лайӑх артистсемпе пултарулӑх коллективӗсем тухса каланипе тӑсăлчĕ.

Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ


Пишпÿлекри Культура керменӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланӑ уяв концерчӗ иртрӗ.
Концерт Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов саламланипе тата СВОна хутшӑнакансене пулӑшас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсене район администрацийӗн тав ҫырӑвӗсене панипе пуҫланчĕ. Малалла Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин сӑмах тухса каларĕ.
Каҫ малалла сцена ҫинче Пишпӳлек районӗнчи чи лайӑх артистсемпе пултарулӑх коллективӗсем тухса каланипе тӑсăлчĕ. Ташӑ ансамблӗ куракансене илӗртекен ташӑсем парнелерӗ. Ҫав каҫхине Пишпÿлек сцени ҫинче Стерлитамакри патшалӑх филармонийӗнчи хӑнасем пулнă. Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ришат Хамитов пушкӑрт чӗлхипе паллӑ юрӑсем юрланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри тата Республикӑри конкурссен лауреачӗ Динар Абдуллин курай инструмент композицийӗсене куракансене парнеленӗ.
Концерт программи пуҫланас умӗн кашниех Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенӗн кунне халалланӑ тематика выставкипе киленме, интерактивлӑ конкурссене хутшӑнма пултарнӑ: АК-74 автомата тишкерес-пухас ӗҫе аса илме, электронлӑ хӗҫпӑшалтан пеме, ҫар формипе паллашма, противогаза мӗнле тӗрӗс тумлантармаллине аса илме пултарнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Пишпÿлекри Культура керменӗнче уяв концерчӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: