Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Нарӑсӑн 2023, 19:06

Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ

Февралӗн 22-мӗшӗнче Демскинчи вăтам шкулта А.П. Захаров ячĕллĕ Кубокшăн çулленхи стройпа юрӑ смотрӗн конкурсĕ иртнӗ.
Мероприятире хисеплӗ хӑнасем пулнă: А.П. Захаровпа И.З. Лукмановӑн ашшӗ-амӑшӗсем.
Конкурсра пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçисене шкул директорӗпе ОБЖ педагог-организаторĕ ырӑ сӑмахсем тухса каланă.
Мероприяти умӗн пысӑк ӗҫ иртнӗ: темиҫе эрне хушшинче вӗренекенсем юрăсем вĕреннĕ, строй утӑмӗсемпе ҫӳреме вӗреннĕ, тивӗҫлӗ формӑсем суйланă. Ачасем питӗ тӑрӑшнă. Ҫак конкурс Демскинчи вăтам шкул ачисемшӗн яланах пӗлтерӗшлӗ событисенчен пӗри. Отрядсем кашни утӑма танклаттарса, юрла-юрла иртсе пынӑ чух мӗн тери мӑнкӑмӑллӑх ҫавӑрса илнӗ вĕсене.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем А.П. Захаров ячĕллĕ куҫакан Кубока тытса тӑракансем 9 класра вӗренекенсем пулса тӑнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр! Вӗсене малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Пулас Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем стройпа юрă смотрне ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: