Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Нарӑсӑн 2023, 18:35

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ

Çирĕклĕри ял клубӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен кунне халалласа концерт иртнĕ.

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ

Çирĕклĕри ял клубӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен кунне халалласа "Пĕчĕк Тӑван ҫӗршыв - Тӑван ҫӗршыв чунӗ!" концерт иртнĕ.
Ҫак пуриншӗн те ҫӑмӑл мар кунсенче эпир хамӑр воинсене тата вĕсене килте кӗтекенсене кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен хавхалантарас тетпӗр. Программӑна "Веселые девчата" трио уҫнӑ. Концертра "Родничок" вокал коллективӗн, "Çăлкуҫ" фольклор коллективӗн музыка произведенийӗсем янӑранă. Куракансене хӑйсен ташӑ номерӗсемпе "Самоцветы" коллектив савӑнтарнă.
Чи пӗчӗккисем патриотла сӑвӑсем вуланă, "Ан хӑра, анне, эпӗ салтак" юрра юрланă, Екатерина Васильева, Виктор Кувшинов солистсем хăйсен харсӑр юррисемпе савăнтарнă.
Куракансем артистсене ӑшшӑн кӗтсе илнĕ. Концерт ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура иртнӗ, пурне те ҫав тери савӑнтарнă, уяв кӑмӑлĕ пулнă.
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ пӗтӗм халӑх уявӗ, паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунĕ - паттӑр та ҫирӗп чунлӑ ҫынсен кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: