Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
25 Нарӑсӑн 2023, 19:34

Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ

Мероприяти вĕçĕнче ачасем хӑйсен ӗҫӗсене ашшӗсене парнеленӗ.

Февралӗн 23-мӗшӗ уяв - Тӑван çӗршыва мухтавлӑ хӳтӗлекенсемшӗн ачасене воспитани пама тата йӗркелеме лайӑх сӑлтав. Ку пирӗн арҫынсен – асаттесен, вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ тата пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ, аттесен – ҫарта служит туса Тӑван çӗршыв умĕнчи тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа панӑ, арçын ачасен -пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ.
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче "Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен çамрӑк" уяв иртнӗ. Ӑна вӑйӑ ӗҫ-хӗлӗн элеменчӗсемпе спорт формипе ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансем сӑвӑсем каласа панӑ, тупмаллисен тупсӑмне тупнӑ, хускануллӑ вӑйӑсем "Йывӑр самант", "Самолет", "Мундирна хыв" , "Тӗл лектер", "Авиабомба" вылянӑ.
Мероприяти вĕçĕнче ачасем хӑйсен ӗҫӗсене ашшӗсене парнеленӗ.
#ДеньюногозащитникаОтечества2023#МалоМенеузовскийСК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелевĕспуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.

Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ
Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ
Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ
Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ
Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ
Февралӗн 23-мӗшӗ пулас арҫынсемпе хӳтӗлевҫӗсен уявӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: