Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
25 Нарӑсӑн 2023, 14:19

Пушкӑртра АПК ӗҫченӗсен республикӑри пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртет

Ҫӗнтерӳҫӗсен предприятисен ертӳҫисене "Агрокомплекс-2023" форумра наградӑлĕç, вӑл мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа 24-мӗшӗччен Уфара иртет.

Пушкӑртра АПК ӗҫченӗсен республикӑри пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртетПушкӑртра АПК ӗҫченӗсен республикӑри пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртет
Пушкӑртра АПК ӗҫченӗсен республикӑри пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртет

Февралӗн 28-мӗшӗнче Ҫамрӑксен Керменӗн стенисенче пысӑк пултарулӑх фестивальне пирӗн республикӑри пур кӗтесрен те агропромышленноҫ комплексӗн талантлӑ ӗҫченӗсем пӗрремӗш хут пухӑнӗҫ!
Республикӑри "Земля Башкортостана" фестивалӗн I Пултарулӑх конкурсӗн организаторӗсем Пушкӑртсен патшалӑх аграри университечӗпе ПР Ял хуҫалӑх министерстви сӑмах тухса калать.
Фестиваль шайӗнче пултарулӑхӑн пилӗк ҫул-йӗрне пӑхса хӑварнӑ: вокал, ташӑ, инструмент, театр тата медиа çул-йĕрĕ. Хутшӑнма 60 ытла заявка йышӑннӑ. Фестивале хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тата Гран-при ячӗшӗн кӗрешме 75 ҫын ытла килеҫҫӗ.
"Земля Башкортостана" пултарулӑх фестивалӗн мӗнпур ҫул-йӗрӗсен итогӗсем тӑрӑх пур номинаципе те пӗтӗмӗшле зачет палӑртӗҫ. Пӗрлехи зачет тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗ предприятийӗсем палӑрӗҫ: I, II, III степеньлӗ лауреатсем тата гран-при. Ҫӗнтерӳҫӗсен предприятисен ертӳҫисене "Агрокомплекс-2023" форумра наградӑлĕç, вӑл мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа 24-мӗшӗччен Уфара иртет.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-24/v-bashkirii-vpervye-proydet-respublikanskiy-tvorcheskiy-konkurs-rabotnikov-apk-3156368

 

 

Пушкӑртра АПК ӗҫченӗсен республикӑри пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртет
Пушкӑртра АПК ӗҫченӗсен республикӑри пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас