+24 °С
Ҫумӑр


Кистенлĕри вăтам шкулта Пӗтӗм Раҫҫейри "Чӗрӗ классика" вулакансен конкурсӗн шкул тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 5-8-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансем литературӑпа шкул программине кӗмен проза произведенийӗн тексчӗсене вуланă (Раҫҫей тата ют ҫӗршыв авторӗсем), пурте асран, пилĕк минут вуланă. Выступлени вӑхӑтӗнче музыкӑпа, декорацисемпе, костюмсемпе усӑ курнӑ. Чи лайӑх вулакансене Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.