0 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫурхи пирвайхи чечексемпе мартӑн 8-мӗшӗнче - кашни хӗрарӑм тимлӗх центрӗ пулса тӑнӑ кун - илемлӗ уяв килет. Ермолкинти Культура çуртĕнче "Савнӑ дамӑсем валли" кану каçĕ иртнĕ. Унта хутшӑнакансем хушшинче "А ну-ка, кукамайсем" конкурс ирттернĕ. Саламлă сăмахпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Дарвин Габдельназипович Юмагулов тухса каланă. Конкурса хутшӑнакансене пурне те тутлӑ парнесем панă. Мероприяти çӗклентерекен дискотекӑпа вӗҫленнӗ. Хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав тӑватпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ермолкинти Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.