Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
9 Мартӑн 2023, 14:47

Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!

Ашшӗ-амӑшӗсем те айккинче юлман, вӗсем интереслӗ конкурссем хатӗрленĕ.

Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!

Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫуркунне ҫитрӗ. Ку вара март пуҫламӑшӗнче эпир çурхи чи ачаш та чи илемлӗ уява - Пуш уйӑхӗн 8-мӗшне паллӑ тунине пӗлтерет.

Пĕтĕм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 2а класс ертӳҫи Г.Т. Галимова ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли уяв конкурс программи ирнĕ.

Программӑна ирттерме пӗтӗм материала малтанах хатӗрлесе хунӑ. Ачасем амӑшӗпе асламӑшӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене ҫав тери чуна пырса тивмелле вуланă, чӗререн, юратса юрӑсем юрланă, савӑнӑҫлӑн ташланă.

Ашшӗ-амӑшӗсем те айккинче юлман, вӗсем интереслӗ конкурссем хатӗрленĕ.

Конкурсри кашни задание ачасем пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнă. Ачасем питӗ хастар, туслӑ, тӗллевлӗ пулнӑ.

Парнесемсӗр те иртмен. Кашни ача хӑйӗн аллипе амӑшӗ валли открытка тунӑ, ҫав открыткӑна вӑл хӑйӗн пӗтӗм чунтан юратнӑ ҫывӑх ҫыннине парнеленĕ. Арçын ачасем хӗрачасене саламланă, ашшӗ-амӑшӗсем ачасене саламланă.

Уяв чей ӗҫнипе вӗҫленнĕ. Мероприяти ачасене килӗшнӗ. Питӗ савӑнӑҫлӑ, интереслӗ пулнă.

Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!

Сăнÿкерчĕкесем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Уяв пурне те савӑнтарнă, кӑмӑла кайнă!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: