-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Лилия Тимербаевна Диниева творчествӑлла кирек мӗнле ӗҫе те тӗплӗ тума пултарать. Вӑл вӗтӗ шӑрҫапа та аппаланать. Шӑрҫаран модӑллӑ гердансемпе ытти эрешсем тӑвать. Выставкӑна эпоксид сӑмалинчен тунӑ япаласем, улма-ҫырла хумалли, менажницӑсем, фужерсем валли подставкӑсем хатӗрленӗ. Изделисем ачаш, пӑхма черчен, анчах пӑхма ҫеҫ. Пур наборсене те тӗспе пухнӑ.
Ҫакна хăвӑр курмалла! Пишпÿлекри Культура керменӗнчи халӑх пултарулӑхӗн галерейине пырса, Лилия Диниевӑн илемне хӑвӑрах курӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменӗнчи халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.