Çутă çул
+3 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
15 Мартӑн 2023, 12:42

Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тĕлне

Л.А. Кириллова библиотекарь ентешӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ.

Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тĕлне
Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тĕлне

Пирӗн ятлă тата пултаруллӑ ентеш Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тӗлне Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче "Мухтанмалли ятсем пур" краеведени сехетне ирттернĕ. Чаплӑ поэтесса, писатель, драматург тата юрӑҫӑ, Ираида Алексеевна ӗмӗр тӑршшӗпех чӑваш культурине пропагандӑланӑ.

Л.А. Кириллова библиотекарь ентешӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ираида Петрова-Нарс ҫырнӑ кӗнекесене: хӑй вӑхӑтӗнче пысӑк конкурсра пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ "Тятюк» ача-пӑча повеҫне, "Савпипе Кришна", "Телейпе Илем" хайлавсене тата ытти кӗнекесене аса илнĕ. Вулакансем Ираида Петрова-Нарс кӗнекисем ҫинчен питӗ ӑшшӑн калаçнă тата хӑйсем мӗн çинчен вуланине каласа панă.

Пирӗн ентеш пурнӑҫӗ ҫинчен, унӑн кӗнекисемпе кӑларӑмӗсем ҫинчен ҫырнӑ тематикӑллӑ кӗнекесене пӑхса тухнӑ.

Ираида Алексеевна Петрова-Нарс пек ятсем пирӗн нихҫан та манӑҫа тухмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн мухтавлӑх тата пирӗн пӗрлехи культура пайӗ.

#110летИраидеПетровойНарс

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тĕлне
Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тĕлне
Ираида Петрова-Нарс юбилейĕ тĕлне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: