+2 °С
Юр
Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн "Умники" шкулченхи группăра «С.В.Михалков пултарулӑхӗ" тематика кунӗ иртнӗ. Ачасен писателӗ Сергей Владимирович Михалков юбилейӗ тӗлне воспитанниксем унӑн произведенийӗсене аса илнĕ, Михалковăн халапӗсемпе ÿкернĕ мультфильмсен видеофрагменчӗсене кӑмӑллӑн пӑхса тухнă, "Степа пиччене кам пӗлмест?" викторина ыйтӑвӗсене ответленĕ, ачасем юратнӑ писателӗн кӗнекисемпе хаваслансах паллашнă.
Тематика кунӗ "Виҫӗ сысна ҫури" пуканесен спектакльӗпе вӗҫленнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.