Пушкӑртстан Республики культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗн пӗрремӗш грант конкурсӗн итогӗсем тӑрӑх Топ-20 регионсем хушшине кӗнӗ. Республика 11-мĕш вырӑн йышӑннă. Регионта 19 пултарулӑх проекчĕ 16 млн тенке яхӑн пулӑшу илнӗ, пӗлтерет "Башинформ" информагенство.
Пушкӑртстан конкурсăн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 344 заявка тӑратнӑ. Пурӗ пĕтĕмпе 8 пин ытла заявка 3 миллиард тенкӗлĕх ытла панӑ.
2023 ҫулта Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, çавăнпа та "Вӗренӳ тата наставник проекчӗсем" малти позици йышӑнаççĕ. Унта 199 пуҫарăва пулӑшнӑ, вӗсенчен 13-шӗ -Пушкӑрт проекчӗсем.
"Культурӑпа искусство енӗпе грант пулӑшӑвӗ -обществӑна аталантармалли, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗн пӗлтерӗшлӗ инструменчӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑн культура еткерне сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать. Пушкӑртстан Республикин сенаторĕ пулнă май ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ пулчӗ: пирӗн республика проекчӗсем йӑла-йӗркесене, тӑван чӗлхепе культурӑна ӑшшӑн юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ", - тенĕ Федераци Совечĕн наукӑпа, вӗрентӳпе тата культура енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Лилия Гумерова.
Хальхи вӑхӑтра конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне заявкӑсем йышӑнаççĕ, вӑл 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленет.
https://www.bashinform.ru/news/culture/2023-03-16/prezidentskiy-fond-kulturnyh-initsiativ-podderzhal-19-tvorcheskih-proektov-bashkirii-na-16-mln-rubley-3178637
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.