Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
17 Мартӑн 2023, 15:59

Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ

Ачасем К.Д. Ушинскин произведенийӗсем ырра, ӗҫченлӗхе тата пӗр-пӗрне пулăшма вӗрентни ҫинчен пĕтемлетÿ тунă.

Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗАча-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ
Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ

2023 ҫулта Раҫҫейре Константин Дмитриевич Ушинский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун ҫӗршывра пӗлтернӗ Педагогпа наставник çулӗпе пӗрешкел. Ушинский ячӗ тӗнчери педагогикӑра уйрӑм вырӑн йышӑнать. Константин Дмитриевич Ушинский вырӑссен аслӑ педагогӗ пулнӑ, анчах ача-пӑча вуламашкӑн ҫырнӑ калавсемпе юмахсем те кăларнă.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче районти ача-пӑча библиотекинче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 1б класри ҫамрӑк вулакансемшӗн (ертӳҫи Степанова Л. Л.) "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем писательпе педагогӑн кӗске биографийӗпе тата литература пултарулӑхӗпе паллашнă. Библиотекарь калавне сайд-презентаци питӗ лайӑх хушса панӑ. Малалла К.Д. Ушинский калавӗсене интересленсе итленӗ. Кашни юмаха вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ачасем автор шухӑшне ҫӑмӑллӑнах тупса палӑртнӑ, хăйсен шухӑшӗсене каласа панӑ. Писателӗн калавӗсемпе юмахӗсен содержанине уҫакан "Ушинскин асамлӑ ӑслӑлӑхӗ" кӗнеке куравӗн обзорӗ хӗрӳллӗн те интереслӗ иртнĕ. Унтан ачасем валли ҫулталӑк вӑхӑчӗсемпе физкультура минучĕ ирттернĕ, унта вӗсем хӗлĕн, ҫуркуннен, ҫуллан тата кӗркуннен куҫӑмӗсене палӑртнă. Мероприяти вĕçĕнче вӗренекенсем сӑвӑсем каласа панă, юрӑ юрланă, "Четыре желания" юмаха инсценироват тунă.
Ачасем К.Д. Ушинскин произведенийӗсем ырра, ӗҫченлӗхе тата пӗр-пӗрне пулăшма вӗрентни ҫинчен пĕтемлетÿ тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ
Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ
Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ
Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ
Ача-пӑча библиотекинче "К.Д. Ушинскин тӗлӗнмелле тӗнчи" литература сехечӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас