Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
20 Мартӑн 2023, 05:48

Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗФинанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ

Районти тӗп библиотекӑра "Сбербанк России" ПАО сотрудникӗсемпе пӗрле финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул командине 10 а класра вӗренекенсем хутшăннă. Командӑсем ҫемье бюджетне планлас ӗҫе, перекетлес тата экономика никӗсне пырса тивекен интереслӗ заданисене пурнӑҫланӑ. Болельщиксем, Арина Даниловапа Илья Сидоров, "Куракансемпе вӑйӑ" тура хутшӑннӑ, ертсе пыракансен ыйтӑвӗсене пӗр йӑнӑшмасӑр ответленӗ. Ӗҫлесе илнĕ очкосем пурте команда пухмачне кайнă. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди тивӗҫлипе 1-мĕш вырӑн йышӑннă. Саламлатпӑр ачасене. Вӑйӑ вӗҫĕнче хутшӑнакансем пурте  «Сбербанк России»  ПАОран асанмалăх парнесем тата пылак призсем илнĕ.

#бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Финанс хут пӗлӗвӗпе кӑсӑклӑ ӗҫ вӑййи иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас